В Чебоксарах открылся кадровый центр «Работа России» (сюжет НТРК на чувашском языке)

Вăхăтлăх ĕçе вырнаçмалла, услам ĕçне пуçармалла е урăх енпе пĕлӳ илес килет пулсан халăх ĕçпе тивĕçтерекен центра каять. Халĕ вара вĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Çынсене тата тарăнрах информаципе меллĕ те хăтлă вырăнта тивĕçтереççĕ.
Вĕсенчен пĕри тĕп хуламăрти Водопровод урамĕнчи 16-мĕш «а» çуртра вырнаçнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен вырăнсене тĕпрен юсаса çĕнетме «Демографи» наци проекчĕ пулăшать. 2023-мĕш çулта Чăваш Енри лапамсене хута яма 150 миллион тенкĕ уйăрнă. Пуçласа вĕсене пĕтĕмпе 17 регионта хăтлăлатма палăртнă, Чăваш Республики те вĕсен йышĕнче. Çутă та илемлĕ вырăнта çамрăксенчен пуçласа тивĕçлĕ канурисем таранах пулăшăва тивĕçееççĕ. – Паллах ĕнтĕ, кунта çак кадр специалисчĕсемпе калаçса хайсене валли кирлĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме пултараççĕ. Кунта психологи енĕпе тĕрлĕ енлĕ консультаци, мĕнле ĕç ăçта пурри, çĕнĕ професси илесси, хăйĕн услам ĕçне уçасси, тата ытти енĕпе те тĕрлĕ енлĕ пурнăçри ситуацисене тивĕçтерме май паракан япаласем пур кунта. Çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтеркен 20 центр çĕнелнĕ хыççăн хăйĕн алăкне уçмалла. Кунта тăрăшакансем палăртнă тăрăх, 14 çултан аслăрах укçа ĕçлесе илес текен çамрăксем чылай, вĕсене те пулăшаççĕ.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Ĕçпе тивĕçтерекен центр çынна карьера картлашкине палăртса аталанма май паракан лапам пулса тăрать. Палăртса хăвармалла, çĕнелнĕ центрсенче ĕçлеме консультантсем ятарлă пĕлӳ илнĕ. Пĕлӳ шайне ӳстерни вĕсене кашни килекене тивĕçлĕ пулăшу пама май парать». Артур Федоров та кунта ĕç тупас тĕллевпе çитнĕ.
АРТУР ФЕДОРОВ: «Мускавра ĕçленĕ пулнă пысăк стройкăра. Халь кунта куçса, кунта ĕç шырама тытăнтăм. Кунта килтĕм, ĕç хамăн профессипех шыратăп. Кунта пĕрремĕш хут, питĕ килĕшет, пулăшаççĕ, пĕтĕмпех ăнлантараççĕ. Компьтерпа пĕртак ĕçлеме пĕлместĕп те, мана пĕтĕмпех ăнлантараççĕ». Шупашкарти Водопроводная урамра вырнаçнă ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни кун 80 çынна йышăнма хатĕр. Вăл ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи 17:00-чен ĕçлет.



НТРК "Чувашия"
01 декабря 2023
10:48
Поделиться